Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлама ҫӗнӗ ҫынна шаннӑ. Ку тилхепене Вячеслав Борисова тыттарнӑ. Ҫакӑн ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗнер алӑ пуснӑ.
Вячеслав Борисова предприяти-организацисен ертӳҫисем, влаҫ тытӑмӗнче ӗҫлекенсем питех те лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӑл Федерацин монополипе кӗрешекен службин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ пулса 2008 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнченпе ӗҫлерӗ.
Вячеслав Борисов 1972 ҫулта Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑ. Виҫӗ хутчен аслӑ пӗлӳ илнӗ, ҫав шутран пӗри — юридици. Экономика наукисен кандидачӗ. Чӑваш Ен пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ, Федерацин Финанс енчен сыватакан тата панкрутлӑх енӗпе ӗҫлекен службӑн Чӑваш Енри органӗн ертӳҫи, транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ пулнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан иккӗри ача кӑшӑлвируспа чирленӗ. Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ: «Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енре тепӗр 29 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине тупса палӑртнӑ», — тесе пӗлтерчӗ-ха. Ҫапла, Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче хыпарланӑ тӑрӑх, кӑшӑлвирус инфекцине паян 29 ҫынӑнне ҫирӗплетнӗ. Ҫав шутра ачасем те пур. Пурӗ пиллӗккӗн. Чи кӗҫӗнни — 2 ҫулта, асли — 13-ре. Аслисен ӳсӗмне илсен, вӗсем — 24 ҫултан пуҫласа 81 ҫулччен.
Covid-19 диагноз паян ҫирӗпленнисенчен 10-шӗ Шупашкарта пурӑнать, улттӑшӗ — Вӑрмар районӗнче, пиллӗккӗшӗ — Тӑвай районӗнче, пӗрер тӗслӗх — Ҫӗрпӳ, Канаш, Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Хӗрлӗ Чутай, Канаш тата Елчӗк районӗсенче. 10 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ, ыттисем килте сипленеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Лидия Андеевна Горбунова пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 102 ҫул тултарнӑ. Ӑна саламлама тӳре-шара та ҫитнӗ.
Лидия Андеевна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Мӗшӗл ялӗнче кун ҫути курнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл тӑван колхозра вӑй хунӑ. Унтан вӑл фельдшерпа акушер шкулӗнче ӑс пухнӑ, кун хыҫҫӑн Хӗрлӗ Чутай районне ӗҫлеме вырнаҫнӑ.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче Нина Андреевна ҫемйипе Ҫӗнӗ Шупашкара куҫса килнӗ, вӗсем 2 ачана ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ вӑл 5 мӑнукӗпе, вӗсен 3 ачипе киленсе пурӑнать.
Лидия Горбунова «Ӗҫ вӗтеранӗ» медале тивӗҫнӗ.
Николай Дроздов профессор, паллӑ телеертӳҫӗ Чӑваш Ене килнӗ. Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вӑл Хӗрлӗ Чутай районӗнче, ӗнер Патӑрьел районӗнче пулнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче «Патриотизм как основа духовно – нравственного воспитания молодежи и укрепления единства народов России» (чӑв. Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхне ҫирӗплетессинче тата ҫамрӑксене ӑс-хакӑл воспитанийӗ парассинче патриотизм никӗс пулса тӑни) пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Николай Дроздов унта хутшӑннӑ. Патӑрьел районӗнче Алексей Кокель художникӑн музей-ҫуртне юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗрен уҫнӑ. Художник ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнине халалласа Турхан ялӗнче савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ. Унта та Николай Дроздов хутшӑннӑ.
Чӑваш Енри тата тепӗр муниципалитет пуҫлӑхӗ ӗҫрен кайнӑ. Хӑйӗн кӑмӑлӗпе. Кун пирки район администрацийӗсен сайчӗсенчи хыпарсенче ӗнентереҫҫӗ.
Ҫемҫе пукана, аса илтерер, иртнӗ эрнере Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров пушатнӑччӗ. Ку эрнере Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Игорь Николаев ҫавӑн пек тӑвас тенӗ. Вӑл та хӑйне тивӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени шӑрҫаланӑ. Унӑн ыйтӑвне Ҫӗрпӳ районӗнчи депутатсем ӗнер черетсӗр лару пухсах тишкернӗ. Вӗсем Игорь Николаев кӑмӑлне тивӗҫтерме йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ пуҫлӑха палӑртиччен район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тилхепине Алла Волчкова тытса пырӗ. Вӑл — район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, вӗренӳ тата социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗ.
Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров отставкӑна кайнӑ. Ҫакна пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче районти депутатсен пухӑвӗнче пӗр саслӑн ырланӑ.
Александр Викторович пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе каясси пирки заявлени ҫырнӑ. Ӑна Хӗрлӗ Чутай районӗн пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвне панӑ. Палӑртмалла: Александр Башкиров район администрацийӗн ертӳҫинче 2011 ҫултанпа ӗҫленӗ.
Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене Игорь Живоев пурнӑҫлать. Вӑл пуҫлӑх ҫумӗ пулнӑ, вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан Семен Шорников 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ.
Вӑрҫӑра радист пулнӑ Семен Шорников пушӑн 3-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ. Ӑна саламлама тӳре-шара та килнӗ, вӗсем РФ президенчӗ Владимир Путинӑн саламлӑ открыткине панӑ.
Семен Шорников 1940 ҫулта ҫара кайнӑ, Турци чиккинче службӑра тӑнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл колхозра боригадирта ӗҫленӗ, заготконтора директорӗ пулнӑ, унта столовӑй заведующийӗнче тӑрӑшнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Горбатовка ялӗнче тискер чӗрчунсен урнӑ чирне тупса палӑртнӑ. Ҫавна май халӗ унта карантин тесе йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Карантин вӑхӑтӗнче асӑннӑ ялти выльӑх-чӗрлӗхе сутма-туянма юрамасть, ҫав тӑрӑхра чӗрчунсен куравне йӗркелеме ирӗк памӗҫ тата ытти чару пӑхса хӑварнӑ.
Карантин чирленӗ юлашки чӗрчун сывалсан 2 уйӑхран вӗҫленӗ.
Иртнӗ уйӑхӑн виҫҫӗмӗш вунӑкунлӑхӗн пуҫламӑшӗнче Элӗк районӗнчи Кармал ялӗнче чӗрчунсен урнӑ чирне тупса палӑртнӑччӗ.
«Ульяновская правда» информаци порталӗ чӑваш ҫыннипе паллаштарнӑ. Асӑннӑ издательство ҫурчӗ йӗркеленӗ телекӑларӑма Чӑваш Енри Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сурӑм ялӗнче 1953 ҫуралнӑ Геннадий Кондратьева хӑнана чӗннӗ. Вӑл — вӑрманҫӑ. Унсӑр пуҫне ӑна вырӑнтисем сӑвӑҫ, Чӑваш Республикин Ҫыравҫӑсен союзӗн пайташӗ евӗр пӗлеҫҫӗ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи Инза хулинче пурӑнать. Унӑн пӗр юратӑвӗ — вӑрман, тепӗр юратӑвӗ — поэзи.
Чӗмпӗр облаҫӗнчи вӑрман хуҫалӑхне вӑл техникум вӗренсе пӗтерсен направленипе лекнӗ. Телекӑларӑмра вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ. Халӗ хуралҫӑра ӗҫлет.
Калаҫӑва Раҫҫей Журналистсен союзӗн пайташӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Ларионов ертсе пырать.
Шупашкарти Хӗрлӗ лапама реконструкцилеҫҫӗ. Ҫӗнелнӗ кӳлмеке хӑҫан уҫасси паллӑ: Республика кунӗ умӗн. Уяв шӑпах Хӗрлӗ лапамра иртӗ. Кун пирки ЧР культура министрӗ Константин Яковлев пӗлтернӗ.
Кӑҫал Республика кунӗ Анне палӑкӗ умӗнче, Юрламалли уйра, Оперӑпа балет театрӗ умӗнче тата «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче иртӗ. Аса илтерер: уяв мероприятийӗсем Хӗрлӗ Чутай районӗнче те пулӗҫ.
Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ май республикӑра муниципалитет пӗрлешӗвӗсен «Марафон 100-летия» фестивалӗ пуҫланнӑ. Иртнӗ эрнере вӑл Улатӑрта уҫӑлнӑ, ку эрнекун Шӑмӑршӑ районӗнче пулӗ. Ҫак марафон ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |